Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Улатӑр районӗ

Культура
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри 9 территори туризм маршрутне кӗрӗ. Кун пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Шупашкарпа Йӑлӑм — санаторипе курорт туризмӗ валли юрӑхлӑ вырӑнсем. Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем юханшыв туризмӗн центрӗсем пулса тӑрӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче этника туризмне аталантарасшӑн, Етӗрне тӑрӑхӗ — юханшывпа агротуризма. Улатӑр тӑрӑхӗ паломниксене илӗртесшӗн. Муркаш тӑрӑхӗ Атӑл хӗрринче туристсем валли инфраструктурӑна аталантарӗ. Красноармейски тӑрӑхӗ юханшывсемпе тата кӳлӗсемпе хӑпартланасшӑн, Йӗпреҫ тӑрӑхӗ — кемпингпа глэмпинглӑ вӑрманлӑ вырӑнсемпе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall609844792_6721
 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр округӗнче икӗ ял хушшинчи ҫула «Инфраструктура – пурнӑҫ валли» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама палӑртнӑ. Ҫапла Ҫӗнӗ Эйпеҫпе Суйкӑна кӗҫех ҫӗнӗ ҫул ҫыхӑнтарӗ. Ҫак икӗ ялта 1500 пин ҫын пурӑнать. Вӗсемшӗн ку ҫул питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку ялсенчи чиркӳсене паломниксем те нумай килеҫҫӗ.

Юсав ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫула кӑҫалах туса пӗтерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнчи Суйкӑн ялӗнче пурӑнакан Лысовсенчен ял ҫыннисем сӗт, ҫу, тӑпӑрчӑ тата хӑйма туянаҫҫӗ. Марина упӑшкипе пӗрле пысӑк хуҫалӑх тытса пырать.

Ӗҫчен ҫемье округ шайӗнчи «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтерсе республика шайӗнче хӑйсен тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем унта «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.

Чӑн-чӑн тӗслӗх шайӗнчи ҫемье! Вӗсем ялта пурӑнса та аталанма май пуррине кӑтартаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19836
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ вӗсем. 2021 ҫулта «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.

Ку – Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пурӑнакан Ярочкинсем пирки. Геннадий Ивановичпа Валентина Александровна 1960 ҫулта пӗрлешнӗ.

Юбилей ячӗпе вӗсене вырӑнти влаҫ ҫыннисем те саламланӑ. Вӗсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12991
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушкр пункчӗ тума палӑртнӑ. Ку ӗҫе «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

ФАП ку тӑрӑзра пурӑнакан 1100 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Вӑл тӗп урамра пулӗ. Ҫывӑхрах – почта, лавккасем, автобус чарӑнӑвӗ, ача-пӑча лапамӗ.

Ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Паян строительсем вырӑна ҫитсе свайӑсем ҫапма тытӑннӑ.

 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.

Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр районӗнчи пушарта икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пушар нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле тухнӑ. Атрать посёлокӗнчи йывӑҫ пӳртре инкек вӑхӑтӗнче 2 тата 2 ҫулти ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Ҫунакан пӳртрен аслисем тухма пултарнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2941
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнна 101 ҫулти ветеран Иван Пыресев пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иван Сергеевич 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ӑна Чӗмпӗр облаҫне Барышская Слобода ялне хӳтӗлев чиккине тума янӑ. Ҫав ҫулах раштавра Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Анчах ыьла хыткан пулнӑран каялла янӑ.

Фронта вӑл 1942 ҫул вӗҫӗнче лекнӗ. Полтавӑра вӗсене нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ. Вӑл кӑна чӗрӗ юлнӑ, шурлӑх, вӑрман урлӑ хамӑрӑннисем патне ҫитнӗ.

Японипе те вӑрҫнӑ вӑл. Киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче республикӑра муниципалитетсенче Правительство кунне ирттерме тытӑнӗҫ. Старт – Улатӑр тата Пӑрачкав округӗсенче.

Элтепер Олег Николаев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, округри управлени командисемпе пӗрле аталану пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухӗҫ, Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫламалли плана хатӗрлӗҫ.

Кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑрт мӗнпур округра Правительство кунӗсем иртӗҫ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Республикӑра тӑватӑ модельлӗ библиотека уҫӑлмалла. Вулакансене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ.

Шӑмӑршӑри, Хӗрлӗ Чутайри, Куславккари тӗп библиотекӑсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк округӗсенчи вулавӑшсем ҫӗнелнӗ. Вӗсенче интерьер, оборудовани ҫӗнӗ. Йӑлтах – хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ пек.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12308
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 56
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи